| 13689 | «Хӑймаллӑ турӑхран тутли ним те ҫук», — терӗ тет уйранран пуҫне ним те ҫисе курман ҫын. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13310 | Алла лекнӗ апат хырӑм тирне самӑртать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13311 | Алла лекнӗ апат хырӑмра та пулӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13312 | Алтӑрпала ӗҫекен алӑк тӗлне тупайман. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13313 | Ап! тенипех апат ҫиме чӗнмеҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13314 | Апат ӑша кантарать, милӗк ҫурӑма кантарать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13315 | Апат вӑл хырӑм выҫсан тутлӑ теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13316 | Апат вӑхӑтне айван та пӗлет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13317 | Апат вӑхӑтне хырӑм та чухлать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13318 | Апат карчӑкне шанмасан ху тытса пӗҫер. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13319 | Апат парсан ҫур пуслӑх сысна ҫури те ҫӗр тенкӗлӗх сысна пулать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13320 | Апат пӗҫерекен пӑспа тутӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13321 | Апат пулсан апат вӑхӑчӗ кашни кун пулать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13322 | Апат пулсан аппа та кирлӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13323 | Апат пулсан ҫул ҫӑмӑл. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13324 | Апат ҫиекен аптрамасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13325 | Апат ҫиес килни кӑвас ӗҫнипе иртес ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13326 | Апат ҫиес килсен кӑмака ҫинчен те сиксе анӑн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13327 | Апат ҫиме пурте ӑста. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13328 | Апат ҫиме шутлӑ пул. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13329 | Апат ҫимесӗр вӑй кӗмест. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13333 | Апат ҫинӗ хыҫҫӑн апат карчӑкӗ те кирлӗ мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13332 | Апат ҫинӗҫемӗн анать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13334 | Апат ҫинчен калаҫсан хырӑм савӑнать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13335 | Апат ҫисе выртсан апат: «Улпут хырӑмне кӗтӗм», — тесе калать тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13336 | Апат ҫитерсен тискер кайӑк та иленет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13337 | Апат ҫукки аптрашки. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13338 | Апат тесен анчӑкӑн та сӗлеки юхать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13339 | Апат типӗтмест, хуйхӑ типӗтет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13340 | Апат тиркекен апат Туррине кӳрентерет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13341 | Апат тупайман кашкӑр ҫилпе тутӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13342 | Апат тутине ӗҫлекен пӗлет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13343 | Апат тутине кашӑк пӗлмест, ҫиекен пӗлет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13344 | Апат умӗн кашӑк та хакланать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13345 | Апат умӗн начар улпут та пӗр курка ӗҫнӗ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13346 | Апат хӗрарӑм ҫӳҫӗсӗр пулмасть теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13347 | Апат хуҫине анчӑк та паллать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13348 | Апат хыҫҫӑн кушак та канса илет. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13330 | Апат-ҫимӗҫпе иртӗхме хушман. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13331 | Апат-ҫимӗҫрен ан йӗрӗн. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13349 | Апата вӑхӑтра ҫимелле. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13350 | Апата ларсан ҫӑкӑр та кирлӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13351 | Апата пӗҫермесӗр ҫиме пулмасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13352 | Апатӑн тутине пӗлсе ҫиес пулать. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13353 | Апатлӑ тирӗк енне никам та тӳртӗн лармасть. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13354 | Апатпа сӑйлама вӑй ҫитмесен чӗлхӳпе сӑйлама ӑс ҫитер. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13356 | Апатран асли ҫук, кашкӑртан кӗҫӗнни ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13355 | Апатран асли ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13357 | Апатран юлсан та, ӗҫрен ан юл. | Тутӑ — Выҫӑ |
| 13358 | Апатшӑн тавлашмаҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |